Акция "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020"

Хисеплĕ учительсем, ашшĕ-амăшĕсем тата юратнă вĕренекенсем,
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2020» акцие хутшăнар
Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие 2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13 сехетре иртет.
 «5» паллă илнисене Сертификатсем кĕтеççĕ.
 «Тăван радио» тата «Наци радиовĕ» эфирĕсенче диктант текстне вулаканĕ – Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров.
 «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акци сăн-сăпачĕ пулма Силерова Екатерина Александровнăна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш тата вырăс филологи факультечĕн 4-мĕш курс студенткине çирĕплетнĕ.
Диктант çырмалли бланка Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕн сайтĕнче уçласа илме пулать. Уçласа илме май çук пулсан тетрадь листисем çинче те çырма юрать. Унта диктант çырма пуçличчен çак информацие çырса хумалла:
1. Хушамат, ят, ашшĕ ячĕ е вăрттăн ят
2. Миçе çулта?
3. Пароль (10 сас паллинчен ытла мар)
Хăвăр çырнă диктант текстне Тихонова Людмила Анатольевна патне çак электрон адресĕпе mila.tikhonova.71@mail.ru  е ытти интернет сетьре ярса парсан пит аван пулмалла.
Диктант çырма пулăшакан материалпа (орфографипе пунктуацин тӗп правилисемпе) Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕн сайтĕнче «Новости» пайра «Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрленер» статьяна уçсан «Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хатĕрленер» тесе çытни çине пуссан паллашма пулать.
Пурне те ăнăçу сунатпăр.
Первоисточник: Минобразования Чувашии