Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2018
Пĕтĕм халăхпа пĕрле Пикшик вăтам шкулĕн 5-9 классенче 20 вĕренекен "Тăван чĕлхе" чăвашла диктант çырчĕ. Çак ĕçе хутшăнни ачасемшĕн усăллă пулчĕ, уйрăмах А. Артемьев тăван чĕлхене сăнлани тĕлĕнтерчĕ. Мĕнпе кăна танлаштармасть çыравçă тăван чĕлхемĕре: чăваш юманĕпе, чăваш хăмлипе, чăваш тĕррипе, чăваш юррипе, вăрманпа, хирпе... Пысăк художник, халăх юратакан писатель пулас тесен "тăван чĕлхене пĕтĕм чунтан, Çеçпĕлле юратма, халăх пултарулăхĕнчи ахах-мерченĕн йăлтăракан сăмахсене тимлесе пуçтармаллине" ăнланчĕç. Çыраканшăн диктант усăллă пулчĕ.