Пикшик вăтам шкулĕн 5-8 класс ачисем Красноармейски районĕн краеведени музейĕнче экскурсире пулчĕç. Музей ĕçченĕсем хапăл туса йышăнчĕç. В.С.Серафимов экскурсовод хăйĕн таврапĕлÿлĕхĕпе ачасене тÿрех тыткăнларĕ.
Хăва хуллине хуçса илемлĕ эрешленĕ сăпкара çитĕннĕ пепкене ăмсанмалли пурах вара! Çăкăр сĕтел çине епле килсе выртнине, кĕпе-йĕме ĕлĕк чăваш епле хатĕрленине кăтартнă ÿкерчĕксем ачасемшĕн курăмлă пулчĕç. Музейра чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче усă курма вырăнлă материал нумай пулнине асăрхарĕç ачасем. Тылă курсанах К. Ивановăн "Тимĕр тыллине" аса илчĕç. Вырăс кăмакинче çăкăр епле пĕçернине каласа ăнлантарнă хыççăн Ева Лисинăн "Çăкăр чĕлли" калавĕнчи Елюкпа Лисук сăнарĕсем куç умне тухса тăчĕç. Красноармейски районĕн хисеплĕ çыннисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн ачасен чунĕнче мăнаçлăх çуралчĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрипе - В.Рудниковăпа, К. Шачкинпа куçа-куçăн курса калаçма май туса пани ачасемшĕн уйрăмах усăллă пулчĕ. Иккен, хамăр тăван ене юратса вăй хурсан çитĕнÿ пулатех!
В.А.Тихонова ачасене музей урокĕсем хатĕрлесе кăтартма пулчĕ.
Музейăн çав тери ырă кăмăллă ĕçченĕсенчен уйрăлма çăмăл пулмарĕ пире. Татах тĕл пуласси çеç чуна лăплантарчĕ.